Хӗрлӗ Чутай районӗ ҫӗнӗ ҫуртсем хута ярассипе республикӑра кайрисен шутӗнче пымасть. Иртнӗ виҫӗ ҫула илес пулсан районта пурӗ 436 ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ. Пӗлтӗрхи кӑтарту — 91 ҫурт.
Хӗрлӗ Чутайра, сӑмахран, Пӗрремӗш Савут урамӗнче 18 хваттерлӗ ҫурта халь хӑпартаҫҫӗ — 5 тӑлӑх ачапа Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 2 ветеранӗ валли унта вырӑн тупӑнӗ. Ҫак ҫурта тума республика укҫи тенкине 3 миллион ытла уйӑрнӑ. Ӑна кӑҫалхи 2-мӗш кварталта хӑт кӗртсе ҫитерме шутлаҫҫӗ — халӗ тӑррине витеҫҫӗ. Хӑтлӑ ҫуртра кашни хваттере уйрӑм ӑшӑтма май пулӗ.
Нумай пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ «Ӑслӑлӑх. Пултарулӑх. Аталану» («Наука. Творчество. Развитие») ҫамрӑксемпе шкул ачисен пултарулӑхӗн уҫӑ конференци-фестивалӗнчен Хӗрлӗ Чутайри шкулта 5Б класра вӗренекен Татьяна Мурайкина ҫӗнтерӳҫӗ ятпа таврӑннӑ. Унта пӗрле ҫак ӑмӑртӑва Константин Филиппов, Анна Ейкова тата Михаил Еремеев кайнӑччӗ. Татьянӑн «Шывӑн пирӗн пурнӑҫри вырӑнӗ» («Вода в нашей жизни») ӗҫӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Каласа хӑвармалла — фестивале пирӗн республикӑри ачасемсӗр пуҫне Чулхула облаҫӗнчи, тата ҫавӑн пекех Мари Элпе Тутарстан республикинчи ачасем хутшӑннӑ.
Малти вырӑна тухнӑ ятпа Татьянӑна эпир те саламлатпӑр, вӗренӳре ӑнӑҫу сунатпӑр!
Раштавӑн 24-мӗшӗнче «Хӗрлӗ Чутай районӗн культурӑпа кану центрӗ» автономлӑ учрежденире Чӑваш Республикипе Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗн, К.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх преми лауриачӗн, хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Республикин Патшалах камерлӑ оркестрӑн тӗп дирижёрӑн Валерий Важоровӑн (1940-2000) асӑну каҫне ирттерчӗҫ. Вӑл 15 сехетре пуҫланчӗ.
Меропритине ентешӗсем, район администрацийӗн ӗҫченӗсем, тӗрлӗ хӑнасем пулчӗҫ. Курма килнисен умӗнче Раҫҫей халӑх артисчӗ Морис Моклашкин ертсе пыракан Чӑваш патшалӑх симфониллӗ академи капелли кӗвӗ шӑрантарчӗ, юрӑҫсем юрӑсемпе савӑнтарчӗҫ.
Важоров Валерий Афанасьевич 1940 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайра ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищинче, Хусанти консерваторинче вӗреннӗ. Тутарстанри патшалах симфониллӗ оркестрта малтан солист пулнӑ, кайран пӗрремӗш флейтист, унтан — тӗп режиссёрӑн пулӑшаканӗ. Чӑваш музыка театрӗн (халӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ) тӗп режиссёрӗ пулнӑ, И.
Иртнӗ уйӑхра Хӗрлӗ Чутайӗнчи В.Толстов-Атнарский ячӗллӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейне уҫнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртнӗ. Уява район пуҫлӑхӗ Александр Криков, ЧР Культура министерствин ӗҫченӗ Татьяна Дмитриева, Чӑваш наци музейӗн специалисчӗсем, ятарласа чӗннӗ хӑнасем, юрӑ-ташӑ ӑстисем пуҫтарӑннӑ.
Хӗрлӗ Чутай салинчи музей 1979 ҫулхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑмӑртаннӑ. 1988 ҫулта «халӑх» ята тивӗҫнӗ. Кӑҫалтан вӑл В.Толстов-Атнарскин ячӗпе ҫӳрет. Юлашки ҫулсенче аваллӑх управҫи халӑх тумӗпе, ал ӗҫ ӑстисен хатӗрӗсемпе самай пуянланнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: «Хыпар» хаҫат
Хӗрлӗ Чутай шкулӗнче 6-мӗш «б» класра вӗренекенсем ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, «Тантӑш» хаҫатран парне илчӗҫ — тӗрлӗ тӗслӗ принтера тивӗҫрӗҫ. Парнене вӗсем 2008 ҫулхи пӗрремӗш ҫулталӑк ҫурринче хаҫата ҫырӑнса илессипе ҫыхӑннӑ конкурсра ҫӗнтернишӗн илчӗҫ.
Принтера парнелеме хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсем шкула хӑйсем ҫитрӗҫ. Ҫакна асӑнса юлмалла — хаҫата ку класра вӗренекен 30 ача тата клас ертӳҫи Надежда Тимакова ҫырӑнса илеҫҫӗ — ҫавна май вӗсем ку парнене тивӗҫлипе тивӗҫлӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |